Ака уйăхěн 25-мěшěнче чăваш халăхěн улăпла ывăлě И.Я. Яковлев çуралнăранпа 176 çул çитрě. Çак уява Вăрнар муниципаллă округěнче чыслăн паллă тăваççě. Кашни шкулта Чăваш чěлхи эрнисем иртеççě: вěренекенсем юмах
инсценировкисем лартса параççě,
проект ěçěсем хатěрлесе хÿтěлеççě, сăвă калаççě, юрă юрлаççě, ташă ташлаççě.
Чăваш чěлхи кунне вěрентекенсем те чăтăмсăррăн кěтеççě. Тăван чěлхепе литературăна вěрентекенсен черетлě ларăвě Вăрманкас шкулěнче иртрě. Авалхи йăла-йěркепе
шкул ачисем хăнасене чыслăн та тараватлăн çăкăр-тăварпа кěтсе илчěç. Сирěн
пěлесчě, епле илемлěн те уççăн юхрě çак кун Тăван çěр-шыва мухтакан чăваш юрри,
тăван чěлхемěре çÿле çěклекен чăваш сăмахě! Чăваш тěрриллě тум тăхăннă
хěр-упраç акăш евěр шурě, чăваш яш-кěрěмěн çирěп сасси ват юман аттенне аса
илтерчě.
Уява пěтěм шкул хутшăнчě: кěçěн класра вěренекен
вěтěр-шакăртан пуçласа аслă класра вěренекенсем таранах: Григорьева В.,
Тимофеева А., Казакова Д., Васильева А., Данилов А., Михайлов З., Вишневская
Е., Никитин К.
Ертсе пыраканěсем Кондратьева Д. тата Степанова
К. пулчěç.
Лукин А. выляса панă «Ялта пулса иртнě истори»
камит пурин кăмăлне те кайрě, тарăн шухăша ячě. Инсценировка тăван чěлхене ют
чěлхесенчен кěнě сăмахсемпе вараланине питлерě, халăхăмăрăн шăпи пирки шухăшлаттарчě.
Вěренекенсем хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытрěç, куракансен кăмăлне çěклерěç.
«Мěн? Ăçта? Хăçан?» вăйă та 8-мěш класра
вěренекенсем тăван халăх йăли-йěркипе историне, чěлхине, халăхăмăрăн мухтавлă
ывăлě-хěрě пирки тěплěн пěлнине кăтартса пачě. «Икě чěлхе- икě ăс, виçě чěлхе-
виçě ăс» текен шухăша тěпе хурса ěçлерěç хастарсем.
Чăваш чěлхи кунě савăнăçлă иртрě. Вăрманкас
шкулěнче вěренекенсем хăйсен пултарулăхěпе паллаштарчěç, тăван чěлхене юратса
вěреннине сăмахпа мар, ěçпе кăтартса пачěç.