Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен черетлӗ семинарӗ иртрӗ
Чăваш шкулӗсемшӗн паянхи кун çăмăл вăхăт мар: сехет шучӗ, шел пулин те, чакса пырать. Çавăнпа та тăван чӗлхепе литература учителӗсен пӗрле сӳтсе явмалли ыйтусем сахал мар. Шăпах çакна шута илсе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Аҫӑмҫырма шкулӗ ҫумӗнчи Чӑрӑшкас-Хирлепре округри чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен семинар-ларӑвӗ иртрӗ. Хӑнана килнӗ вӗрентекенсем Светлана Микояновнӑпа Алина Валерияновна хатӗрленӗ « Мӗн вӑл ҫемье хаклӑхӗ?» пӗрлештернӗ уҫӑ урока тишкерчӗҫ. Урок 9-мӗш класс ачисемпе иртрӗ. Вӗренекенсен кӗҫех тӑван чӗлхепе экзамен тытмалла пулать, ҫавӑнпа ҫак темӑпа ӑслав сочиненийӗ ҫырма хӑнӑхас тӗллеве пурнӑҫларӗҫ.
Уҫӑ урока хӑнасем тивӗҫлипех хакларӗҫ, малалла сӑмах округри чӑваш учителӗсен ертӳҫи илчӗ. Вӑл республикӑмӑр чысне Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртекен тӑван чӗлхе учителӗсен конкурсӗн муниципаллӑ пайне хутшӑнма тивӗҫлӗ вӗрентекенсемпе паллаштарчӗ.