Никитина
Рада Аçăмçырмари вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренет . Пур енчен те маттур та
пултаруллă. Чăваш чĕлхипе тата
литературипе регионсем хушшинче ирттерекен олимпиадăра вăл призерсен шутне кĕме пултарчĕ.
Чăваш чĕлхипе литературине пĕтĕм чунне парса вĕренет, хушнă ĕçе яланах вăхăтра
пурнăçлать. Киле парса янă ĕçсемпе кăна çырлахмасть, хушма литературăпа та
кăсăкланать. Олимпиадăра çĕнтернĕ ятпа эпир ăна чĕререн саламлатпăр, малашне те
телей сунатпăр.