Петĕр Ялкир поэтăн пултарулăхне халалланă викторина иртрĕ

Петĕр Ялкир поэтăн пултарулăхне халалланă викторина иртрĕ

Чăваш Ен пултаруллă çынсемпе пуян. Никита Бичурин  ăсчаха, Василий Чапаев комдива, Андриян Николаев космонавта, Геннадий Айхи сăвăçа, Надежда Павлова балеринăна пĕтĕм тĕнчипех пĕлеççĕ. Вĕсен ячĕсем истори летопиçне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă. Республикăн мухтавлă çыннисене халалласа 2022 çула Мухтавлă  ентешсен çулталăкĕ тесе пăлăртнă. Çулталăк теми питĕ актуаллă темелле. Хамăр ентешсем çинчен каласа пани, ас туни, пĕлни питĕ кирлĕ. Çитĕнсе пыракан ача-пăча хăй ентешĕсемпе мухтанма пултарни, вĕсенчен тĕслĕх илни паха пулăм. Комбайнер-и вăл е бухгалтер-и, вĕрентекен-и, поэт-и … Тĕрлĕ профессинче палăраççĕ вĕсем.


   Пирĕн тăван Вăрнар енче те çакăн пек çынсем чылай. Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче районти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче Петĕр Ялкир (Тихонов Петр Алексеевич) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа викторина иртрĕ. Петĕр Ялкир 1922 çулхи нарăс уйăхĕн 19- мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă. Вăл 50 кĕнеке кăларнă, унăн сăввисемпе 250 ытла юрă кĕвĕленĕ. Петĕр Ялкирăн «Чăваш Литератури энциклопедийĕ» (1999) кĕнекине кăларнин ĕçĕ пысăк. 2005 çулта ку кĕнеке вырăсла «Литературный мир Чувашии» ятпа тухнă. Ку кĕнекере 600 ытла хушамат асаннă.


   Викторинăна 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Петĕр Ялкир пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ викторинăра пурĕ 15 ыйту пулчĕ. Пурте тăрăшсах çырчĕç, ыйтусене хуравларĕç. Юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç.


6-мĕш класпа:  Çĕнтерÿĕ -  Порфирьева Анастасия (Пăртас шкулĕ, учителĕ- Анисимова Л.Н.). Призерсем – Смирнова Елена (Санарпуç шкулĕ, учителĕ - Ермошкина Р.Н., Сорокина Милена (Ярмушка шкулĕ, учителĕ -Ильина В.А.),


7-мĕш класпа: Çĕнтерÿçĕсем – Кроткова Мария (Ярмушка шкулĕ, учителĕ –Ильина В.), Семенова Анастасия (Санарпус шкулĕ, учителĕ-Ермошкина Р.Н.),


Призерсем –Чекушкин Вадим (Кĕçĕн Кипек шкулĕ, учителĕ-Иванова Н.П.), Романова Мария (Пăртас шкулĕ, учителĕ –Анисимова Л.Н.).