«Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурс пӗтӗмлетӗвӗ

Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ  2021çулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа 2022 çулхи пуш уйӑхӗн 01-мӗшӗччен сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне ирттерчӗ. Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ – Чӑваш енӗн мухтава тивӗçлӗ çыннисене халалланӑ чӑвашла мероприятисен сценарийӗсене пуçтарасси, вӗрентекенсен паха опытне сарасси. Çак конкурс юлашки вӑхӑтра кашни çулах иртет. Ытти çулсенче те пирӗн районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем ку конкурсра  хутшӑннӑ. 

   Конкурс виçӗ номинаципе иртрӗ:

1.«Класс сехечӗн сценарийӗ»,

2.«Уроксем хыççӑнхи мероприятисен сценарийӗ»,

3.«Ача садӗнче ирттермелли уяв сценарийӗ».

   Конкурсра пурӗ 174 ӗç пулнӑ. Чи хастаррисем шутӗнче пирӗн районти вӗрентекенсем те пур. Чӑннипех маттур иккен пирӗн педагогсем.  Жюри членĕсем кашни ĕçпех тимлĕ паллашнӑ. Конкурс положенийӗпе килӗшӳллӗн кӑçалхи конкурсра мухтава тивӗçлӗ ентешсене халалланӑ мероприятисен сценарийӗсем ярса памалла пулнӑ. Хаклав критерийӗсене тӗпе хурса жюри çӗнтерӳçӗсене палӑртнӑ. 

   Вӑрнар районӗнчи тӑватӑ вӗрентекен çӗнтерӳçӗсен йышне кӗме пултарнӑ. Вӗсем çаксем: Андреева Венера Васильевна (Аçӑмçырма шкулӗ), Васильева Елена Фёдоровна (Çӗрпел шкулӗ), Васильева Наталия Михайловна (Кӳстӳмӗр шкулӗ), Иванова Нина Петровна (Кӗçӗн Кипек шкулӗ).  Унсӑр пуçне Вӑрнарти иккӗмӗш шкулта вӗрентекен Маркова Ольга Васильевна призёрсен йышне кӗнӗ. Пӗр харӑсах  республика шайӗнчи конкурсра çакӑн чухлӗ çӗнтерӳçӗ пулни пире пурне те савӑнтарать.  Апла пулсан, пур-ха пирӗн районта пултаруллӑ вӗрентекенсем.  

   Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ дипломсем парса хавхалантарчӗ. 

   Конкурса хастар хутшăнакансене  саламлатпӑр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр.