Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Аçăмçырмари вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература учителĕсен ларăвĕ иртрĕ. Малтанах учительсем уçă урок итлерĕç. Ăна чăваш чĕлхипе литература учителĕ Флегентова В.Н. ирттерчĕ. Урок çул çÿрев формипе иртрĕ. Паллă ячĕ çинчен мĕн вĕреннине туллин тишкерчĕç вĕренекенсем. Ачасем урокра питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. Пĕтĕмлетÿсене те хăйсемех йĕркелеме пултарчĕç. Итлеме килекенсем урока пысăк хак парса хавхалантарчĕç.
Çавăн пекех вĕсем ытти ыйтусене те тĕплĕн тишкерчĕç. Чăваш чĕлхипе экзамен тытасси мĕн пур вĕрентекене кăсăклантарать, çавăнпа ку ыйту пирки чылай калаçрĕç вĕрентекенсем. Лару питĕ ăнăçлă иртрĕ. Чылай пысăк ыйтусем сÿтсе яврĕç.