Савăнма сăлтав пур

Вăрнар районĕн çамрăк кĕрешÿçисем çине-çинех тĕрлĕ ăмăртусенче çĕнтерсе савăнтараççĕ. Хальхинче акă вĕсем Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне Ю.Шереметьева асăнса ирттернĕ республика турнирĕнче палăрнă.

Вунпĕр хĕрпе каччă çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ. Чемпионсем иккĕн – Никита Львов (2-мĕш шкул) тата Милена Федорова (1-мĕш шкул). Пăртасри Семен Семеновăн – кĕмĕл медаль.

Бронза призерсем вара саккăрăн, вĕсем – Дмитрий Львов (1-мĕш шкул), Кирилл Трофимов (2-мĕш шкул), Алексей Тимофеев (Етруккасси Мăрат), Максим Иванов (Пăваяль), Александр Васильев, Андрей Никандров, Савелий Иванов (Санарпуç), Данил Александров (Çĕрпел).

– Ку турнирти çитĕнÿсемпе çеç лăпланса лармастпăр, шăматкун пулакан кĕрешÿçĕсен чи сумлă ăмăртăвне – республика первенствине хутшăнма хатĕрленетпĕр, – терĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Юрий Львов.

Астутарма: пĕлтĕр ку турнирта Вăрнар район команди виççĕмĕш пулнăччĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.