Вĕрентÿ пайĕн – çĕнĕ пуçлăх

Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн çĕнĕ пуçлăхне çирĕплетнĕ. Вăл – Денис Юрьевич Трофимов.

Денис Трофимов Вăрнар поселокĕнче çуралнă. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ пухнă, историк-архивист специальноçне алла илнĕ. Диплом илсен Вăрнар район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен пайĕнче тăрăшнă, унтан – вĕрентÿ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ. Атăл-Вятка патшалăх службин академинче вĕреннĕ. 2011 çулхи сентябрьтенпе çĕнĕ должноçа йышăниччен – Санарпуçĕнчи вăтам шкул историкĕ.

Денис Юрьевич – «Çулталăк учителĕ» конкурсăн районти тапхăрĕн 2016 çулхи çĕнтерÿçи, ку конкурсăн республикăри лауреачĕ.