Районти 10 тата 11-мĕш классенче вĕренекенсемпе финанс тĕрĕслĕхĕпе уроксем иртнĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ налук енĕпе пĕлÿ ытларах парасси пулса тăнă.
Вĕренекенсем хальхи налук тытăмĕпе унăн историне, патшалăхра бюджета епле йĕркеленине, налука мĕншĕн вăхăтра тÿлемеллине пĕлнĕ.
Налук ĕçченĕсем ачасене çавăн пекех уйрăм çынсен пурлăх налукне кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕччен тÿлемеллине каласа панă, ыйтусене хуравланă.
Урок вĕçĕнче аслă классенче вĕренекенсем илнĕ пĕлĕве тест витĕр тухса çирĕплетнĕ, пĕчĕк кĕнекене тивĕçнĕ.