Шахмат енĕпе «Шурă ладья» турнир кăçал 12 команда пуçтарнă. Районта мала тухассишĕн Хапăсри, Пăртасри, Калининăри, Кульцаври, Кÿстÿмĕрти, Кĕçĕн Кипекри, Туçи Мăратри, Хăмăшри, Çĕрпелти, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсен, ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕсем тупăшнă.
Уйрăмшар зачетра пĕрремĕш хăма çинче Александр Кожевников (Калинино), Данил Леонтьев (2-мĕш шкул), Игорь Еников (Кÿстÿмĕр), иккĕмĕш хăма çинче Никита Константинов (Кульцав) Арсений Михайлов (Туçи Мăрат), Сергей Кожевников (Калинино), Константин Алексеев (Кÿстÿмĕр), виççĕмĕш хăма çинче Анатолий Фадеев (Кÿстÿмĕр), Алексей Яблоков (Калинино), Вадим Антонов (Кульцав) мала тухнă.
Хĕрачасенчен шахматла чи çивĕч вылякансем – Дарья Тарасова (Калинино), Нелли Храмкина (Кульцав), Настя Кузнецова (2-мĕш шкул) тата Ливиана Филиппова (Кÿстÿмĕр).
Командăпа 1-мĕш вырăнта – калининăсем, 2-мĕшĕнче – кульцавсем, 3-мĕшĕнче – кÿстÿмĕрсем.