Миллион тенке 2-мĕш шкул та тивĕçĕ

Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн октябрĕн 15-мĕшĕнчи Указĕпе Пĕтĕм Раççейри чи лайăх вĕрентÿ учрежденийĕсен рейтингне лекнĕ шкулсем 1 млн тенкĕлĕх премие тивĕçĕç. «Ытти шкулсен тĕслĕхлĕ практикăпа танлашма тăрăшмалла», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтерме, рейтинга Раççей вĕрентÿпе наука министерстви хута кĕнипе математика вĕрентĕвĕн Мускаври центрĕ хатĕрленĕ. ТОП-500 перечене Чăваш енри тăхăр шкул кĕнĕ.

Раççейри чи вăйлă 200 ял шкулĕ йышне Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул та лекнĕ. Эппин, вăл та 1 млн тенке тивĕçĕ.

Шкул пурнăç таппипе тан утать. 2015–2016 çулсенче вăл 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ экзаменĕсенче пысăк баллсем илнипе палăрчĕ. Кунта профильлĕ вĕренĕве анлă çул панă. Шкул «Инженерипе техника класĕсене аталантарас республикăри проекта пурнăçлассипе çине тăрса ĕçлет. Кунта çамрăк специалистсен  стажер площадкине йĕркеленĕ. Шкул икĕ хутчен Чăваш ен Пуçлăхĕн Грантне тивĕçнĕ – 2011 тата 2013 çулсенче.

– Рейтинга виççĕмĕш çул лекни – пирĕншĕн пысăк савăнăç тата çитĕнÿ. Раççейри чи лайăх шкулсен йышне кĕни эпир тĕрĕс çулпа ĕçлесе пынине кăтартать ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, кунта пĕтĕм коллективăн ĕçĕ хывăннă – пуçламăш класран тытăнса аслă классен учителĕсем таранах. Тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсенче çĕнтерни, вĕрентекенсем хăйсен пĕлĕвне-опытне ÿстерсе пыни, экзамен результачĕсем... – йăлтах шута илĕннĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри чи лайăх вĕрентÿ организацийĕсен рейтингне кĕнĕ шкулсене миллионшар тенкĕпе хавхалантарма йышăнни те пĕлтерĕшлĕ. Ку пулăшу тăван шкулăн пурлăхпа техника базине пуянлатма, вĕрентÿ процесĕн ĕçне çĕнетме самаях пулăшĕ, – пĕлтерчĕ Вăрнарти 2-мĕш шкул директорĕ Сергей Петрович Ильин.

Вăрнарти 2-мĕшĕ – районти чи пысăк шкул. Кунта 862 ача пĕлÿ илет. Вĕсене 48 вĕрентекен ăс парать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.