Ыр сăмахсем – педагогсем ячĕпе

Ачасем хăйсен воспитателĕсене, учительсене юратнине-хисепленине тĕрлĕ енпе кăтартма тăрăшаççĕ. Ку сферăра тимлекенсен профессиллĕ уявĕ тĕлне вĕсем акă видеофильм хатĕрленĕ. Ача-пăча пултарулăх çурчĕ çумĕнчи телестуди хатĕрленĕскерте, ача сачĕсен, шкул коллективĕсен çитĕнĕвĕсене кĕртнĕ.

Эрнекун районти культура çуртĕнче Учитель тата Шкул çулĕчченхи вĕрентÿ ĕçченĕсен кунĕсене халалласа ирттернĕ уявра çак видеофильм педагогсене хисепленин сумне ÿстерчĕ.

Районти вĕрентÿ тытăмĕн мухтанмалли пур. Уяв умĕн кăна поселокри 2-мĕш шкул Раççейри чи лайăх 200 ял шкулĕ йышне кĕнĕ. Вĕрентекенсен пĕрлехи хорĕ республикăри конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Учительсем, воспитательсем хăйсен ĕçĕнче çитĕнÿсем тăваççĕ.

Професси уявĕпе саламланă май, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Сергей Павлов учительсем кашни çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. «Вĕсем – ăслăлăх вăрлăхне акакансем çеç мар, ачасен талантне тупма, пурнăç тĕллевне палăртма пулăшакансем», – терĕ Сергей Владимирович педагогсен йышне çитĕнекен ăрăва воспитани парассишĕн чунтан тăрăшнăшăн тав туса.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та профессие чĕререн парăннăшăн, кашни ачан воспитанине чунне хывнăшăн вĕсен ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова юлашки çулсенче учитель статусне ÿстерессипе республикăра пысăк ĕç пурнăçланине палăртрĕ, районти воспитательсемпе вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Уяв яланхиллех наградăсемпе пуян пулчĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкул директорĕн заместителĕ Татьяна Сапожникова «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ» палла тивĕçрĕ.

Раççей Федерацийĕн вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотине виççĕн илчĕç: Наталья Самарина – 1-мĕш шкул, Эльвира Христофорова – 2-мĕш шкул, Валентина Васильева – Аçăмçырми шкулĕ.

Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин грамотипе икĕ çынна чысларĕç – вĕрентÿ пайĕн методистне Надежда Васильевана тата 1-мĕш шкулти технологи учительне Светлана Григорьевана.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн грамотисене илнисем пиллĕкĕн: Татьяна Волкова – Кĕçĕн Кипек, Наталья Зайцева – психологипе педагогика центрĕ, Алина Илларионова – Уравăш, Надежда Кириллова – Вăрман Кипек, Наталия Михайлова – Вăрманкас.

«Солнышко» ача сачĕн ертÿçи Екатерина Никитина, ачасемпе çамрăксен «Рассвет» спорт шкулĕн директорĕ Владимир Прокопьев, вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Марина Степанова вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш рескомĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Уявăн пĕлтерĕшлĕ тепĕр самантне те асăнмалла. Ку вăл – çамрăк педагогсене чыславпа йыша илни. Кăçал ултă çĕнĕ специалист килнĕ: Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Пăртасри, Хапăсри шкулсене тата Калининăри «Светлячок» ача садне. Вĕсене ĕçре телей тупма Калинино шкулĕнче 30 çул ытла тимлекен, Пĕтĕм Раççейри «Серафимовский учитель» конкурс çĕнтерÿçи Юлия Воинова пил пачĕ.

Чыслава, ăшă сăмахсене Муркаш районĕнчен килсе çитнĕ «Картина» вокалпа инструмент ансамблĕн илемлĕ юррисем улăштарса пычĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.