Калинино кадечĕсем – каллех пĕрремĕш

Çак кунсенче Çĕмĕрлере иртнĕ «Çĕнтерĕве – салют!» республикăри смотр-конкурсра Калининăри вăтам шкул кадечĕсем чи маттуррисем пулса тăнă

6-мĕш кадет класĕ стройпа утассипе те, автомата сÿтсе пуçтарассипе те, вăй-хал упражненийĕсенче те, теорилле викторинăра та чи нумай балл пухнă.

Бал ташшинче çĕнтерÿçĕсене, йĕпреçсене, икĕ балл кăна çитеймен! Шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова каланă тăрăх, ачасен ку енĕпе ăнтăлу çуралнă – тепринче ку тĕсре те çĕнтерÿçĕ пулмаллах! Хĕрсем ташша вĕр çĕнĕ кĕпесемпе тухнă, сцена çинче чи илемлисем пулнă. «Кĕписене çĕнетме сахал мар укçа кайрĕ. Ашшĕ-амăшне ăнланнăшăн пысăк тав», – савăнăçне пытармасть Татьяна Павловна.

Пĕрлехи зачетри пĕрремĕш вырăна тата çĕнсе илнĕ пысăк Кубока ачасем хăйсем те, педагогсем те нумай вăй хывнă. Лев Николаевич Ефимов смотр вăхăтĕнче ачасемшĕн çамки çине пăрçа пысăкăш тар тапса тухиччен «чирленĕ» çеç мар, конкурса вăйне шеллемесĕр хатĕрленĕ. Унра вĕренекенсем патне темĕнле асамлă туйăм пуррине стройпа утассин тренировкинче пĕрре хам та пăхса тĕлĕннĕччĕ. Йăнăшсене пуçа хывмалла ăнлантарма пĕлет. Хăйĕнче те çынлăх, дисциплина пысăк, çавăнпа та ачисем те çавнашкалах ĕнтĕ.

Класс ертÿçин Надежда Ивановна Кузьминан тÿпине те манас çук. Теорие кашни кун çĕнтермелле шĕкĕлченĕ-çке! Аслă кадетсем те аякра тăман – кĕçĕннисене автомата сÿтсе пуçтарма хăнăхтарнă. Результачĕ чаплă – виççĕн 97 çеккунтра вĕçленĕ. Ытти командăсем 150 çеккунтран каярах.

Калинино ачисем кунашкал смотр-конкурса вунпиллĕкмĕш хут хутшăннă. Нумайăшĕнче çĕнтернĕ, нумай хутчен – призерсем. Мускавра икĕ хутчен çĕнтерÿçĕсем пулнăччĕ.

Мускав тенĕрен, унта пурăнакан Эрик Васильев полковник кадет класĕн чи маттур хастарĕсене – Серафим Морякова, Николай Петрова, Степан Андреева, Павел Никитина – кадет курткисем парнеленĕ.

– Кадет юхăмĕ аталаннинче Раççей чĕрĕлĕвĕ курăнать. Офицерсем çамрăксемпе тивĕçлипе ĕçлеме тытăнни – пысăк пулăм. Çакă ачасемшĕн те усăллă: историе аван пĕлеççĕ, вĕсен çар хатĕрленĕвĕ çирĕп, – тет Татьяна Павловна.

Светлана ЧИКМЯКОВА.