Пĕтĕм Раççейри съезда вăрнарсем те хутшăнчĕç

Ытларикун Шупашкарта ял учителĕсен Пĕтĕм Раççейри III съезчĕ иртнĕ. Унта Раççей вĕрентÿ тата наука министрĕ Ольга Васильева, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

«Раççейĕн аталануллă тапхăрĕнчи ял шкулĕн учителĕ» ятпа иртнĕ съезда 62 регионти 505 вĕрентекен хутшăннă. Чăваш енрен – 150, вăл шутран – вунвиççĕшĕ – Вăрнар районĕнчен: Санарпуç, Ярмушка, Кĕçĕн Кипек, Хапăс шкулĕсен педагогĕсем Денис Трофимов, Георгий Сорокин, Алексей Петров, Аделина Степанова, Оксана Жебелевская, Вăрнарти 2-мĕш, Мăн Явăш, Шĕнер Ишек, Кÿстÿмĕр шкулĕсен, ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕсем Сергей Ильин, Надежда Федорова, Татьяна Скворцова, Светлана Максимова, Владимир Малов, вĕрентÿ пайĕн ĕçченĕсем Инна Егорова тата Елена Карпова. Делегацие районти вĕрентÿпе çамрăксен пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова ертсе пынă.

– Ял учителĕсемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ съезд. Дискуссисем уйрăмах усăллă иртрĕç. Вĕсем паянхи пурнăçри ял шкулĕсен ĕçĕпе, ял учителĕн имиджне ÿстерессипе çыхăнчĕç. Федераллă влаçпа педагогсем хушшинче уçă калаçу пулчĕ. Вĕрентÿ тытăмĕн çивĕч ыйтăвĕсене хускатрĕç. Мĕнпур сĕнĕве, ыйтусене Ольга Васильева министр çырса пычĕ. Учительсене шалу тÿлессине уçăмлатма, унăн база никĕсне пĕтĕмĕшле суммăн 70 проценчĕпе танлаштарма шантарни килĕшрĕ, – пĕлтерчĕ Маргарита Николаевна.

Съездра тухса каланă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра вĕрентÿ тытăмĕнче пулса пыракан ырă самантсемпе паллаштарнă. Чăваш енре вĕрентĕве аталантарма пĕрлехи бюджетăн пĕрре-виççĕмĕш пайĕ каять. Ача сачĕсем, шкулсем çĕкленеççĕ. Шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче икĕ çултан аслăрах ачасене йăлтах вырăнпа тивĕçтернĕ, хăшпĕр районсенче – çулталăк çурăранах.  

Юлашки çулсенче республикăри тăхăр ялта çĕнĕ йышши шкулсем çĕкленсе ларнă. 2025 çулччен ятарлă проектпа тата 32 çĕклемелле тата реконструкцилемелле.

Професси вĕренĕвне вăйлатма нумай профильлĕ центрсем хута каяççĕ.

Вĕренекенсене, педагогсене укçан хавхалантарма лайăх мелсем ĕçлеççĕ...

Ырă самантсемпе пĕрле съездра учительсене хумхантаракан çивĕч ыйтусене те çĕкленĕ: шалу, хут тиевĕнчен хăтарасси, электронлă дневниксем тата ытти те. Федераллă министр ку енĕпе ыйтусем майлă татăлма пултарнине палăртнă.

Съездра Раççей Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Раççей Президенчĕн Атăл тăрăхĕнчи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Олег Машковцев, Пĕтĕм Раççейри педагогсен пухăвĕн председателĕ, Мускаври технологипе управлени университечĕн представителĕ Валентина Иванова, ыттисем хутшăннă.