Виçĕмкун Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркипе районта тĕплĕ юсавра çĕнелнĕ тата икĕ спортзал алăкĕсем уçăлчĕç – Ярмушка тата Çĕрпел шкулĕсенче. Çак ятпа ку коллективсене, вĕренекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова саламларĕç.
Юсав ĕçĕсем Чăваш Республикин «Вĕренÿ аталанăвĕ» – «Спортзал пурин валли те» патшалăх программипе влаçри парти пулăшнипе пурнăçланнă. Юлашки çулсенче ку мелпе спорт залĕсем ултă шкулта çĕнелнĕ. Ярмушкара юсава республика бюджетĕнчен 888 пин тенкĕ янă, оборудовани туянма район бюджечĕ 80 пин ытларах тенкĕ уйăрнă. Çĕрпелти шкулти пĕтĕмĕшле юсав ĕçĕсем 1,8 млн тенке кайса ларнă.
Асăннă шкулсенче спорт залĕсене тĕпрен çĕнетни ăнсăртран мар. Иккĕшĕнче те вĕренекенсем – спортăн пысăк тусĕсем. Ярмушкасем çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр спортĕнче, футболра малтисен ретĕнче пыраççĕ пулсан, çĕрпелсене волейболра, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăра та çитекен сахал. Икĕ шкул та паллă спортсменсене çитĕнтернĕ. Çĕрпелти Катя Горбунова-Ишова акă Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăра бронза медале тивĕçме пултарчĕ. Ентешĕсемшĕн мĕн тери мăнаçлăх вĕт. Ахальтен мар ĕнтĕ савăнăçлă линейкăра тухса каланă май, район ертÿлĕхĕ те, шкул директорĕ Иван Миронов та, Çĕрпел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Лидия Федорова та, «Янгорчино» тата «Хорнзор» хуçалăхсен председателĕсем Геннадий Романовпа Федор Кузьмин та спортпа туслă пулни пурнăçра пысăк çитĕнÿсем патне илсе çитернине палăртрĕç. Спорт залĕ шкул ачисемшĕн çеç мар, аслăрах ÿсĕмрисемшĕн те яланах уçă, кунта каçченех сассем лăпланмаççĕ.
Икĕ вĕренÿ организацийĕнче те сывă пурнăç йĕркин тусĕсем шкулта аталантаракан тĕссене пропагандăласа номерсенче кăтартрĕç.
Информаци кунĕнчи тĕлпулусенче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те пăхса тухрĕç: 2017 çулта пенсисене индексацилесси тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси.
Раççей Пенси фончĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулхи индексаци йĕрки вăхăтлăх пулнă. 2017 çулта пенсисене туллин индексацилеççĕ. Февралĕн 1-мĕшĕнчен страхлакан пенсие Росстат даннăйĕсемпе 2016 çулхи инфляци шайĕпе пăхса тухаççĕ, апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерăн унчченхи çулхи пурăнмалли чи пĕчĕк виçин ÿсĕмĕн индексне кура ÿстереççĕ.
Вăрнар районĕнче ЖКХ тата пурăнмалли çурт-йĕр фондне хĕллехи тапхăрта хатĕрленни 95 процентпа танлашать. Кăçал ку енĕпе тимлекен организацисем хăйсене пăхăнакан çуртсенче, котельнăйсенче, ăшă сечĕсенче сахал мар ĕç тунă, çуртсен паспорчĕсене хатĕрленĕ.