Çĕнĕ садикри уяв

Ытларикун шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учреждени ĕçченĕсем профессиллĕ уява паллă турĕç. Вăрнарти «Ручеек» çĕнĕ ача са-дĕнче вăл хаваслă иртрĕ.

Юратнă воспитательсем тата ытти персонал ячĕпе ачасем пултарулăх номерĕсем кăтартрĕç. Хăйсен сăвви-юрри-ташшисенче вĕсен ĕçне мухтарĕç. Уява юмахри сăнарсем те çитрĕç. Сăмах май, Тухатмăш рольне ача сачĕн заведующийĕ Ирина Львова вылярĕ.

Пархатарлă ĕçшĕн мĕнпур ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Лукояновсен тата Аликовсен çемйисем саламларĕç. Воспитательсем те парăмра юлмарĕç, садик гимнне шăрантарчĕç.

Вăрнар районĕнче 8 ача сачĕ тата шкулсем çумĕнчи кĕске вăхăтлăх 26 ушкăн ĕçлет. Ытларикун профессиллĕ уявпа шкул çулĕчченхи 108 ĕçчен саламсем йышăннă.