Пирĕн кадетсем – республика пуянлăхĕ

Тăван республикăра тухса тăракан «Моя империя» журналăн кăçалхи пĕрремĕш номерĕнче «Республика пуянлăхĕ» проекта сÿтсе явнă май пирĕн паллă ентешĕн, Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочнăй представителĕн заместителĕн, Мускаври чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçин Анатолий Иванович Григорьев отставкăри полковникăн статйи пичетленнĕ. Унта вăл çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан чăвашлăхпа çыхăннă вăтăр пин ытла çын тăван республика çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланни çинчен каласа панă, «Акатуй», «Кĕр сăри», «Сурхури», «Çăварни» уявĕсене ирттернĕ чухнехи халăхăн пит-куçĕнчи хаваслăха палăртнă. А.И.Григорьев çавăн пекех наукăсен Академийĕн этнологипе антропологи институчĕ ирттернĕ тĕпчевсен пĕтĕмлетĕвĕсенче чăваш халăхĕнче хирĕçлевлĕх (конфликтность) паллисем çуккине асăннине савăнса пĕлтернĕ. Мускав чăвашĕсем те Шупашкар хулине туса хунăранпа 550 çул, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ иккен. Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре ирттернĕ Халăх пĕрлĕхĕн кунĕн уявне чăваш колонни хутшăннă, тăван халăх юрри-ташшипе тĕлĕнтернĕ.

Анатолий Иванович чăваш ывăл-хĕрĕсен сумлă тĕслĕхĕ вырăнне пирĕн районти Калининăри вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсене илсе кăтартнă. Нурăс ачисем кадетсен Мускавра ирттернĕ стройпа юрă смотр-конкурсĕнче Раççейре иккĕмĕш хут чи малтисем пулни республикăра, районта, çак шкулта çарпа патриотизм ĕçне пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетсе парать. Смотр-конкурса хутшăннă ытти делегацисем те, жюри членĕсем те чăтса тăрайман иккен: чăваш ачисем пысăк пултарулăхпа стройпа юрласа иртнĕ чух пурте ура çине тăрса саламланă. Статья авторĕ каланă тăрăх, пирĕн çамрăксем хăйсем республикăн тĕп пуянлăхĕ пулнине кăтартса панă.