Çĕнĕ çула хатĕрленсе

Вăрнар поселокĕнчи «Ромашка» ача сачĕ районти конкурссене анчах мар, республика шайĕнчи ăмăртусене те хастар хутшăнать. Анчахрах 4–6 çулхи ачасем ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе «Çĕнĕ çул кантăкран шаккать» республика конкурсĕ валли Çĕнĕ çул парнисем ăсталарĕç. Уйрăмах «Смешарики» ушкăн маттур пулчĕ: Хĕл Мучи валли асамлă алсишсем, капăр чăрăшсем, Хĕл Мучи керменĕ хатĕрлерĕç.