Акци йĕркипе мини-футбол

Вырсарникун вара Вăрнарти физкультурăпа спорт комплексĕ спорт тусĕсен сассисемпе тулчĕ. Çула çитменнисемпе ĕçлекен комисси пуçарнă «Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн» акципе 9–11 çулхи арçын ачасем мини-футболра тупăшрĕç.

Пĕтĕмпе сакăр команда: Çĕрпелти, Пăртасри, Калининăри, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсенче вĕренекенсем, «Химик» футболисчĕсем.

Спорт залĕ кĕрлесе тăнинчен, ачасем хĕрÿленсе вылянинчен ку тĕс çамрăксем хушшинче анлă сарăлни сисĕнчĕ. Хăшĕсене техника пĕлĕвĕ çитмерĕ пулин те унра çĕнтерес туйăм вăйлă хуçаланни палăрчĕ.

Финалта турнирăн пĕрремĕш йĕркине «Химикăн» 1-мĕш команди йышăнчĕ. Çĕрпел ачисем – иккĕмĕш, «Химик-2» каччисем виççĕмĕш вырăнсенче.