Çĕнĕ ача сачĕн алăкĕсем уçăлчĕç

Виçĕмкун Вăрнарти 145 вырăнлăх çĕнĕ «Ручеек» ача сачĕ пĕрремĕш воспитанниксене йышăнчĕ. Пÿлĕмсем çутă, хăтлă, ăшă. Кунта кĕçĕннисене чылай çĕнни кĕтĕ – музыка, спорт, интерактивлă уйрăм пÿлĕмсем ĕçлеççĕ. Уçăлса çÿремелли площадкăна йăлт çĕнĕ йышши выляв оборудованийĕнчен йĕркеленĕ. Ача садне ку тытăмра нумай çул вăй хунă, унччен «Солнышко» ача садне ăста ертсе пынă Ирина Эрнотовна Львова тытса пырĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.