Пултарулăх авăрне туртакан уяв

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн 55 çулхи юбилейĕ юнкун районти культура çуртĕнче лăк тулли зал пуçтарчĕ

Пултарулăх сывлăшĕ фойеренех çавăрчĕ: художество уйрăмĕн преподавателĕсен Вячеслав Кудряшовăн тата Елена Есенцеван, вĕсен вĕренекенĕсен картинисем килентерчĕç. Сăрăпа киçтĕк ăстисен нумай енлĕ жанрĕ хушшинче чăвашлăх та яр уççăн палăрчĕ – чылай ÿкерчĕкре вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн пулăмĕсем чĕррĕн сăнланнă.

Ача-пăча ÿнер шкулĕн мухтанмалли чылай. Пĕтĕм тапхăрта кунта пурнăçăн чи илемлĕ стилĕпе – музыкăпа – туслашакансем тĕрлĕ конкурссен лауреачĕсемпе номинанчĕсем пулса тăнă, тăраççĕ. Темиçе çул каялла кăна ак вăл е ку концертра Ирина Стешкон, Ольга Иванован, Владимир Ашмаринăн, Сергей Николаевăн, Снежана Самаринан, Аня Краснован, ытти çамрăксен талантĕнчен тĕлĕнеттĕмĕр. Халь ав çĕнĕ ăру савăнтарать: Елена Сухарева ертсе пыракан хор уйрăмĕ темиçе çул республикăри «Мехел» конкурсăн çĕнтерÿçи, Мускаври Ю.Энтин композитор ячĕллĕ фестиваль лауреачĕ тата ытти те, халăх инструменчĕсен, хореографи, вокал ушкăнĕсем тĕрлĕ çитĕнÿсем тăваççĕ.

«Çитĕнекен ăрăва искусствăпа туслаштарни, илеме туйма вĕрентни – çав тери чаплă пулăм», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – йĕркелÿ ĕçĕсен, кадрсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕ Андрей Матвеев юбиляр-учреждение сасă оборудованийĕ парнеленĕ май.

«Ачасене пултарулăхра вырăн тупма, аталанма, пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшакан вырăн...», – терĕç ÿнер шкулĕ пирки район администрацийĕн вĕрентÿ тата культура пайĕсен пуçлăхĕсем Маргарита Тихонова тата Ирина Алексеева, 2-мĕш шкул директорĕ Сергей Ильин, 1-мĕш шкул представителĕ Светлана Сырмолотова, «Россельхозбанк» филиалĕн ертÿçи Галина Аливанова.

Хушма вĕренÿ учрежденийĕн преподавателĕсем кĕçĕннисене пултарулăх тĕнчине илĕртме пĕлнипе пĕрлех сăваплă ĕçре те хастар. Вĕсенчен чылайăшĕ Вăрнар чиркĕвĕн хорĕнче юрлаççĕ, Вырсарни шкулĕнчи ачасене ку ăсталăха хăнăхтараççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ чиркÿ настоятелĕ Александр атте тĕнпе кăмăл-сипет, культура воспитанийĕшĕн тав туса шкул директорне Татьяна Ильинана, преподавательсене Анастасия Алексеевана, Зоя Попована, Елена Сухаревана Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

«Юрăсăр пурăнни – сывлăшсăр пурăннипе танах». Ку сăмахсене Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров ахальтен каламарĕ. Вăл ÿнер шкулĕ, уйрăмах хор ушкăнĕ, хăйĕн маркине Вăрнарта çеç мар, республика тулашĕнчи фестивальсенче те çирĕп тытнине асăнчĕ. Заводшăн тăванла учреждени (ăна 55 çул каялла шăпах кунта ĕçлекенсен ачисем валли йĕркеленĕ) предприятие тĕрлĕ мероприятисенче те аван пулăшать. Пысăк ĕçшĕн тав туни парнерен те аван курăнчĕ – 30 пин тенкĕлĕх сертификат.

/нер шкулне юлашки çулсенче ытларах та ытларах ача çÿрени çакăнтан та палăрчĕ. Салам сăмахĕсемпе черетленекен номерсене кашни уйрăмранах йышлăн хутшăнчĕç вĕсем. Сассисем илемлĕ, таса, уçă. Вылявĕ пуçĕпех тыткăнлать. Хусканăвĕсем пĕрçемлĕ, илĕртÿллĕ, çăмăл.

Чăваш çĕршывĕнчен пулнине те манмарĕç. Тăван чĕлхе юрăсенче, «Нарспири» сыпăкра янăрарĕ. /нер шкулĕн преподавателĕсен йышĕнчен ытларахăшĕ – кунта пĕлÿ илнисем: Галина Суина, Зоя Попова, Анатолий Сурмин, Татьяна Ильина, Елена Сухарева, Анастасия Алексеева, Елена Есенцева, Наталья Валерианова, Владимир Михайлов, Ольга Варюхина, Ольга Храмова, Вячеслав Кудряшов, Елена Лосева.

Унăн тĕрлĕ çулсенчи ертÿçисем – Валерьян Ахтимиров, Лариса Осиповская, Евгений Душин, Галина Суина, Галина Ахтимирова, Вячеслав Кудряшов – вĕрентÿ учрежденийĕн аталанăвне, уйрăмсем йĕркелес ĕçе палăрмалла тÿпе хывнă.

Халĕ коллектива пултаруллă çамрăк Татьяна Ильина ертсе пырать, йăласене упранипе пĕрлех учреждени ĕçне çĕнĕ варкăш кĕртме тăрăшать, çĕнĕ идейăсемпе хавхалантарать.