Кĕçĕннисен шухăшлавĕ анлă, хăйнеевĕрлĕ пулнине вĕсем вăл е ку япала пирки каласа панинчен аван куратпăр. Харпăр хăй ывăл-хĕрне çур сăмахранах ăнланатпăр-ха эпир, анчах та ют ачан пуплевĕн тупсăмне ăнкарма пултаратпăр-и-ха?
Çакăн пек ансатах мар задача лартрĕç конкурсантсем умне районта иртнĕ Амăшĕн уявĕнче районти культура çурчĕн ĕçченĕсем. Чи тавçăруллă амăшĕн ятне çĕнсе илессишĕн Валентина Иванова, Олеся Сергеева, Людмила Филиппова тупăшрĕç. Тĕрĕсрех, ачасен калаçăвĕн тупсăмне пĕлме тăрăшрĕç.
Экран çинчи геройсене Вăрнарти «Сеспель» тата «Рябинка» ача сачĕсенче ÿкернĕ. Соня Иванова, Юля Дмитриева, Михаил Никитин çемье, уяв, этем тата ытти ăнлавсене пĕлме сĕнчĕç.
«Устами младенца» конкурс тулли зал пуçтарчĕ. Чи çепĕç уявпа амăшĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – йĕркелÿ ĕçĕн, кадрсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕ Андрей Матвеев чылай ăшă сăмах парнелерĕ, сывă, тивĕçлĕ воспитаниллĕ ăру çитĕнтересси чи малтанах черченкĕ хĕрарăмсен хулпуççийĕ çине выртнине палăртрĕ.
Районта тĕслĕх илмелли амăшĕсем пур. Самантпа усă курса Андрей Анатольевич Çавалкасри культура çурчĕн ертÿçине Лидия Иванована, районти историпе краеведени музейĕн директорне Елена Шарипована, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Ирина Смолинана тата Хурăнсур Çармăсри нумай ачаллă (улттăшĕ – усрава илнисем) амăшне Екатерина Кузьминана Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Конкурссем хушшинче сцена çинче амăшĕсен ячĕпе сăвă-юрă янăрарĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕсем (ертÿçисем – Светлана Мальцева, Алина Федотова) чаплă номерсемпе тĕлĕнтерчĕç. Чи кĕçĕннисем – тăваттăран кăна иртнĕ. Алина Евдокимова ертсе пыракан «Забава» çавăн пекех «Салам» ансамбльсем савăнтарчĕç.
Пĕр вăхăтрах залра ларакансем экран çинче этемшĕн чи çывăх та юратнă çыннине халалланă сăмахсене вулама, сăнÿкерчĕксене пăхма пултарчĕç.
Конкурсра никам та выляса ямарĕ. Хастар та пултаруллă çамрăк хĕрарăмсем диплома, пĕчĕк геройсем вара пылак парнесене тивĕçрĕç.
С.ЧИКМЯКОВА.