Ăслăлăх, ăсталăх, кăтартусен çулĕ

теме пулать Калининăри вăтам шкулăн 170 çулхи ĕç-хĕл тапхăрне

Шкул паян юбилей умĕнхи хатĕрленÿпе кĕрлет: вĕрентекенсен те, вĕренекенсен те самантлăха та ĕçсĕр ларма вăхăт çук. Директор кăшт кăна паллаштарчĕ – уяв каçĕн чаплăлăхĕ пирки иккĕленÿ çук.

Сумлă дата умĕн шкулăн пуçламăшĕнчен тытăнса паянхи кунчченхи ĕçĕ-хĕлĕ чаплă, историлле кĕнекене çырăннă. Ку тăрăхри таврапĕлÿçĕ Станислав Отрыванов, кĕнеке хыççăн кĕнекене шăрантараканскер, калининăсене халалланă издание те пĕтĕм чунне хывнă. Шкул аталанăвĕн кашни тапхăрне тĕплĕн çутатнă.

Паянхи вăтам шкул ятне иличчен кунта Патшалăх пурлăхĕн министерствин училищи те, чиркÿпе прихут шкулĕ те, пĕр класлă земство халăх училищи те, пĕрлехи ĕç шкулĕ те, колхоз çамрăкĕсен шкулĕ те пулнă. Пур тапхăрти вĕренекенсем те пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăннă, йышăнаççĕ те. Ученăйсем, пысăк квалификациллĕ врачсем, çар çыннисем, учительсем... речĕпех.

Ку вăхăтри тапхăра илес пулсан, хăйĕн юбилейне Калинино шкулĕ пысăк кăтартусемпе кĕтсе илет. Вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем пурнăçа тухăçлă кĕнине вулакансем аван пĕлеççĕ. Çарпа патриотизм воспитанийĕн чаплă кăтартăвĕсем кадет класĕн пултарулăхне, ăс-тăнне пула çĕршыв таран саланчĕç. Вĕренекенĕсем 23 ялтан, тĕрлĕ олимпиада-конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче палăраççĕ. 2006 çултанпа медалистсăр пĕр кăларăм та пулман. Калинино ачисем – районти, республикăри нумай-нумай мероприятине кăтартуллă номерсемпе тухакансем. Калинино ачисем – спортра мастер ятне илме пултарасла ăмăртакансем...

Çак çитĕнÿ, паллах – педагогсем тĕрĕс çул кăтартса пынинче, ачасемпе ĕçлес тесех ĕçленинче. Паянхи учительсем, маларахри ăрăвăн опытне ăса хывнăскерсем, кашни ача пурнăçра хăйĕн вырăнне туптăр тесе тăрăшаççĕ.

Чи кирли – ăрусем хушшинчи çыхăну татăлманни. Уява акă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасем килме палăртнă. Вăл шутра ачасен чăн-чăн тусĕсем Эрик Васильев – Мускаври кадет корпусĕн ертÿçи, Анатолий Григорьев – Раççей Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полпречĕн советникĕ, çар наукисен докторĕ Иван Николаев профессор тата ыттисем.

Уяв ячĕпе тухнă кĕнекене тата буклета илес пулсан вĕсене шкул историйĕн тулли çÿпçипе танлаштармалла: тĕрлĕ саманари аталану, тĕрлĕ тапхăрта ĕçленĕ учительсем, паллă выпускниксем, медалистсен ячĕсем... Чи ырри, ман шутпа, паянхи кашни вĕрентекене уйрăм страница уйăрни: ачисем, çитĕнĕвĕсем, мĕнле çул-йĕрпе ĕçлени... – йăлт куç умĕнче.

Пĕр сăмахпа, шкул пурнăçĕ вĕрет кăна. Кунта ĕçлеме те, вĕренме те, канăва усăллă ирттерме те пĕлеççĕ...

С.ЧИКМЯКОВА.