Интернет-олимпиада çĕнтерÿçисене саламлатпăр!

Чăваш Ресрубликин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата вĕренÿ институчĕ 2015-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш ачисен интернет-олимпиадине ирттерчĕ. Унăн тĕллевĕ: шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси, интернет технологийĕсемпе вĕренÿре усă курас хăнăхăва малалла аталантарасси. Интернет-олимпиадăна Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче 7-9-мĕш классенче вĕренекен 1253 ача хутшăнчĕ (чăваш шкулĕнчен 490 ача, вырăс шкулĕнчен 763 ача).

Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвакансем пирĕн шкултан та пулчĕç. Интернет-олимпиада онлайн йĕркипе иртрĕ. Уйăрса панă вăхăтра, 45 минутра, вĕренекенсем олимпиада ыйтăвĕсене хуравлама пултарчĕç, хăйсен тавракурăмне, пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Çак ăмăртура уйрăмах пирĕн шкулти 9-мĕш «б» класра вĕренекен Плеханова Кристина палăрчĕ. Вăл çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Призерсен шутĕнче вара çак ачасем пулчĕç: Одинцова Валерия (8 «б» класс), Миронова Эвелина (8 «а» класс), Федорова Екатерина тата Семенова Елизавета (7 «а» класс).

Олимпиадăна хутшăнакансене тата вĕрентекенĕсене саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр!