Çĕрпелсем – пĕрремĕш

Шкул ачисен спартакиадин йĕркипе Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн футбол енĕпе «Сăран мечĕк» районти турнир финалĕ иртнĕ.

Малти вырăншăн Çĕрпел шкулĕн икĕ, Вăрнарти 2-мĕш, Ярмушкари, Кÿстÿмĕрти, Калининăри, Пăртасри шкулсен командисем кĕрешнĕ.

Çĕнтерĕве хĕрÿ тупăшура Çĕрпел каччисем çĕнсе илнĕ. Калининăсем – иккĕмĕш, ярмушкасем – виççĕмĕш.

С.ЧИКМЯКОВА.