Семинар учителей чувашского языка

 Хапăсри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Санарпуç тĕмминчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Р.В. Федорова ертсе пычĕ.

Çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Н.В.Кириллова уçă урок кăтартрĕ. Унăн теми: «Словарьсем патĕнче хăнара».

Вĕренекенсем урокра словарьсем патне «хăнана» кайса килчĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Словарьсемпе усă курма , вĕсенче информаци шыраса тупма вĕренчĕç. Словрь пĕлÿ çăл куçĕ пулнине çирĕплетрĕç. Ачасем хăйсем ăсталанă словарьсем çинчен те каласа пачĕç.

Итлекенсем урок ăнăçлă пулнине, вĕрентекен паянхи çĕнĕ технологисемпе аван усă курнине палăртрĕç, çакăн пек уçă урок ирттернине ырларĕç.