Чăваш чĕлхипе ирттернĕ уçă урок

Паян Лаврентьева Н.А. Нурăс тĕммин чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем умĕнче „Çуркунне ал пачĕ таврана” темăпа уçă урок ирттерчĕ. Урок тĕсĕ:   вĕреннине аса илсе пĕтемлетмелли пултарулăх урокĕ. Вĕренÿ тĕллевĕ:   çурхи илеме тĕрлĕ ÿнер жанрĕнче курма вĕрентесси, хайлавсенчи илемлĕх мелĕсене курма хăнăхтарасси. Сапăрлăх тĕллевĕ: этемпе çут çанталăк тачă çыхăнура пулнине кăтартасси, тăван тавралăха  юратма,упрама вĕрентесси. Илемлĕх тĕллевĕ:  тăван тавралăх илемне курма-туйма  вĕрентесси.

    Урок вĕрентекенсен кăмăлне кайрĕ. Вĕсем урока пысăк хак пачĕç. Методика енчен тĕрĕс йĕркеленине,  урок материалĕ пуян пулнине, çĕнĕ технологи мелĕпе урокра ăнăçлă усă курнине палăртса хăварчĕç. Надежда Анатольевнăна ачасене вĕрентес ĕçре  творчствăлла çитĕнусем тума сунчĕç.