Тăван халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркисене манас мар

Ачасем аталанасси шкул саккинчен пуçланать. Тăван халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркисене ăша хывса ÿсни вара пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе фольклорпа анлăн усă кураççĕ «Вăрман-Кипекри вăтам шкулта» 4 –мĕш класри вĕренекенсем. Кăçал та пысăк хавхаланупа Услантăр-Енĕшре,  Кивçурт-Енĕшре, Çĕн-Сĕръельĕнче пĕчĕк концертсемпе савăнтарчеç. Альбина Валеръяновна ертсе пынипе ачасем ăста  пулчĕç.

     Пурçăн тутăр çыхнă хĕр пĕрчисем, чăваш тумĕ тăхăннă арçын ачасем   уява илем кÿчĕç. Пухăннисем вырăс, чăваш халăх юррисемпе, ташшисене пăхса  киленчĕç.