Ентешěмěр – паллă чěлхеçě, ăста педагог.
(С.П.Горский çуралнăранпа 115 çул çитнě май)
Вăрман – Кипек ялě Канаш тата Красноармейски районěсемпе чикěленсе тăракан вырăнта вырнаçнă. Çавна пулах тěрлě вăхăтра тěрлě район шутěнче шутланнă. Архиври документсем тăрăх вăл Етěрне уездне, Çěрпÿ , Красноармейски, Шăхазан, Вăрнар районěсенче пулнă. Вăрман – Кипек чăвашла куçарсан вăрманти ял тенě. Архив докуменчěсем тăрăх Вăрман – Кипек ялě 18-мěш ěмěрте пуланса кайнă. 1887 çулта, кăрлачăн 10-мěшěнче Вăрман Кипекре шкул уçăлнă. Шкулăн ячě вăл вăхăтра çапла пулнă: «Вурман – Кибекская Братства Святого Гурия школа». Çак шкула Семёнов ( Семён Петрович Горский ) ашшě уçнă. Пётр Семёнович 1861çулта Етěрне уездне кěрекен Кěçěн – Кипек вулăсěнчи Вăрман – Кипек ялěнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Вăл Кěçěн Кипекри чиркÿ – прихут шкулне Мухтав грамотипе пěтернě. Çак шкултах вăл музыка енěпе те пěлÿ илнě. Семён Петрович (Катрамов ) çемйи ěçчен çемье пулнă. Хуçалăхра вěсен пысăк сад, хăмла пахчи, 15 çемье вěлле пулнă. Мăшăрне пур ěçре те пулăшса пыраканě унăн арăмě, Агафия Архиповна, пулнă. Вăл ěçченлěхěпе, сăпайлăхěпе, тăрăшуллă кил хуçи хěрарăмě пулнипе палăрнă.
Пётр Семёновичăн, С. П. Горский ашшěн , хăйсен ялěнче шкул уçас тěллев пулнă. Çавăнпа та вăл уездри пуçлăхсем патне 2 хутчен те ыйтса çырнă. Иккěмěш хутěнче тин ун ěмěтне тивěçтереççě. 1887 çулхи кăрлачăн 10 – мěшěнче хăй килěнче шкул уçать. Пěрремěш учитель те хăех пулать. Вěсен пÿрчě кайри малтиллě пулнă, пěр пайěнче вара вăл ачасене вěрентнě. Шкулта библиотека та пулнă, унта 34 учебник, 15 вулав кěнеки тата 2 кěнеке учитель валли.
1897 çулхи нарăсăн 13-мěшěнче çак çемьере çуралнă та ěнтě филологи наукисен докторě, профессор, чăваш чěлхине тěпчес, литеретура чěлхине нормăлас, шкулсем валли учебниксемпе вěренÿ пособийěсем хатěрлес, чăваш çырулăхне аталантарас ěçе хастар хутшăннă чěлхеçě, педагог, Чăваш АССР наукисен тава тивěçлě деятелě – Семен Петрович Горский. Çемьере вěсем пиллěкěн пěр тăван пулнă,
Ентешěмěр хăйěн ăс-хакăлне, вăйěпе пултарулăхне тăван халăха çутта кăларас ěçе панă. Хăй Шупашкарта пурăннă пулсан та тăван яла килсе çÿренě, ял-йышпа çыхăну тытнă. Паллă чěлхеçě, ăста педагог Вăрман- Кипек ялěнчен тухнишěн савăнатпăр, мухтанатпăр . Тăван халăх унăн ырă ěçěсене нихăçан та манмě. Çавнашкалах, ентешěмěр çуралнăранпа 115 çул çитнине хăй çуралнă ялěнче паллă тунишěн мăнаçланатпăр. Çакăн пек тěл пулусем паянхи кунпа ан вěçленччěр, малашне те пирěн сирěнпе çыхăну тытасчě, эпир хăнасене яланах тарават. Шанас килет, пирěн ачасем сирěн пата вěренме кěрсе, С.П. Горский пек тăван халăхшăн çунакансем пуласса.
Ентешěмěр – паллă чěлхеçě, ăста педагог,С.П.Горский çуралнăранпа 115 çул çитнě май
Вăрман-Кипекри вăтам пĕлу паракан шкулта ăслăлăхпа практика конференцийĕ тата Уйкас-Кипекри ял библиотекинче вулав каçĕ иртнĕ.
Семен Петрович Горский хăйĕн ăс-хакăлне, вăйĕпе пултарулăхне тăван халăха çутта кăларас ĕçе панă. Ентешĕмĕрĕмпе эпир мăнаçланатпăр, тăван халăх унăн ырă ятне нихăçан та манмĕ. Татьяна Александровна Петрова - шкул дирекртăрĕ, кĕскен шкул пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Альбина Геннадьевна Иванова – чăваш чĕлхипе литература учитĕлĕ С.П. Горский пурнăçĕ тата тăванĕсем çинчен аса илчĕ. 4-мĕш классри вĕренекенсем пĕчĕк концерт лартса пачĕç.
В.П. Станьял хăйĕн пĕчĕк кĕнекисене парнелесе хаварчĕ. Çакă конференции пурнете килĕшрĕ.
Виталий Петрович Станьял,чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн председателĕ, хăйĕн учителĕ, С.П. Горский, çинчен каласа парать.