Чăваш чĕлхи кунне халалласа ...

Чăваш чĕлхи кунне халалласа вĕренекенсем линейкăра И. Я.  Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăваш çамрăкĕсемшĕн уневирситет та, консерватори те, ял хуçалăх академийĕ те пулса тăнине каларĕç. Çавнашкалах: Вăрман-Кипек шкулне уçакан Петр Семенов та И. Яковлевпа çыхăну тытнине асăнса хăварчĕç. И. Я. Яковлева халалласа сăвăсем шăранчĕç.
   Сăвă вулакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ачасем хăйсем çырнă тата юратнă поэтсен сăввисене пăхмасăр вуларĕç. Чи маттуррисем çаксем пулчĕç: Зайцева Алина 11 класс, Федорова Ирина 8 класс, Николаева Анастасия, Тихонова Ильзита, Иванова Алиса 7-мĕш класран.
    5-мĕш класра вĕренекенсем: Иванова Дианăпа Данилова Анастасия тата 6-мĕш класри Порфирьев Роман, Яковлева Диана, Николаева Ирина хастар пулчĕç