Юмах тĕнчинче

Апрелĕн 26-мĕшĕнче иккĕмĕш класри ачасем чăваш халăх юмахĕсене пĕлнине тĕрĕслерĕç. Вĕрентекен тĕрлĕ кăсăк ĕçсем хатĕрленĕ. Ачасем ÿкерчĕксем тăрăх юмах ячĕсене тата сăнлакан сăмахсемпе геройсене пĕлчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç. Ачасем кашниех чăваш халăх юмахĕсен кĕнекисене илсе килнĕ, интереслĕ выставка пулчĕ. Уйрăмах ачасене «Аслă хĕр», «Çĕр çинче мĕн вайлă?», «Çил ачисем», «Икĕ ывăл», «Ухмах Йăван» юмахсем килĕшрĕç.  Сергеев Юрий «Улпутпа ямшăк», Дмитриева Настя  «Тĕлĕнтермĕш курăк» юмахсене ăста каласа пачĕç.