Чãваш чêлхи кунê

Ака уйãхêн 25-мêшêнче пур çêрте те чãваш чêлхи кунне палãртаççê. Ку уява палãртма 1992–мêш çултан пуçласа тытãннã.

     Чãваш чêлхи кунне халалланã мероприятисем пур вêренÿ тата культура пайêсенче  иртеççê. Эпир те алã усса лармастпãр. Ачасене тãван çêршыва, тãван чêлхене вêрентес  тêллевпе ака уйãхêн 25–мêшêнче 5-мêш А класа ытти классем те пухãнчêç.Куракансем  çепêç чãваш чêлхине, унãн юрри – сãввине итлесе киленчêç. Уйрãмах ачасене Ефимова Александра  (9а класс), Ермолаева Татьяна (9в класс), Гладкова Екатерина (7а класс) юрлани тыткãна илчê. Концерт вêçленсен 5-мêш класри вêренекенсем  «Çêрê памалла»   вылярêç.