К.В. Иванов çуралнǎранпа 120 çул çитнине халалланǎ интернет-олимпиада

Çу уйǎхĕн 15-20-мĕшĕсенче Чǎваш инçет вĕрену центрĕнче чǎвашсен паллǎ поэчĕ К.В.Иванов çуралнǎранпа 120 çул çитнине халалласа 5-8 классем хушшинче интернет-олимпиада иртрĕ. Ку олимпиадǎна Кǎмашри шкулта вĕренекенсем те хаваспах хутшǎнчĕç. Уйрǎмах 5, 7 классем активлǎ пулни палǎрчĕ: Иванова Ксюша, Иванов Алеша, Григорьева Ксюша, Николаева Люда, Ефимова Ирина, Дмитриев Саша. Ачасен хǎйсен пĕлĕвне 10 ыйту çине хуравласа тĕрĕслеме тиврĕ.